Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа республика Элтеперне Олег Николаева банк ӗҫченӗсем паллаштарнӑ.
Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн – Раҫҫейӗн Тӗп банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн Чӑваш Республикинчи наци банкӗн управляющийӗ пулма Максим Фролова ҫирӗплетнӗ. Максим Петрович Тӗп банкра 25 ҫул ытла ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл Самарӑра тӑрӑшнӑ. Унта регионти уйрӑмӑн управляющийӗн ҫумӗ пулса 6 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ.
Юсанмалли 1-мӗш колони ҫумӗнче юсанмалли участока туса пӗтернӗ. Унта 100 ҫын вырнаҫмалӑх пулать, вӗсем пурте «Мега Юрма» предприятире ӗҫлӗҫ.
Ҫапла айӑпланнӑ 100 ҫын асӑннӑ предприятие ӗҫе вырнаҫӗ. Унта кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ, комбикорм савучӗ, суту-илӳ сечӗ пур.
Ӗҫлекенсене уголовлӑ тытӑм ӗҫченӗсем сӑнасах тӑрӗҫ. Предприятире пӗчӗк тата вӑтам преступлени тунисем кӑна вӑй хурӗҫ. Айӑпланнисене ӳсӗмне, сывлӑхне, специальноҫне кура ӗҫе вырнаҫтарӗҫ.
Чӑваш Енӗн финанс министрӗ пулса ӗҫленӗ Светлана Енилина Питӗр хулинче тӑрӑшнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Светлана Енилина Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа пӗр командӑра ӗҫленӗччӗ. Республика Элеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Олег Николаева шансан ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Аса илтерер: Светлана Енилина Питӗрте Финанс комитечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче тытӑннӑччӗ. Халӗ ӑна Финанс комитечӗн председателӗн должноҫне шанса панӑ. Хушӑва Питӗр хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Алексей Кизилова ӗҫрен кӑларнӑ.
Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа паян республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Алексей Кизилов министерствӑра унччен те ӗҫленӗччӗ. Кайран Мускав облаҫӗнче, Чехов хулинчи 1-мӗш район пульницин тӗп тухтӑрӗнче тимлеме тытӑннӑччӗ. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнче шаннӑччӗ.
Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ (райадминистраци сайтӗнчи информаци тӑрӑх, муниципалитета Александр Куликов ертсе пырать) шанчӑкран тухнӑ. Ӑна прокуратура ӗҫрен кӑларса ярасшӑн.
Районти депутатсен пухӑвӗ прокуратура ыйтнине пурнӑҫлама васкамасть. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлӑха вӑл выговор панипех ҫырлахнӑ. Анчах надзор органӗ кунпа лӑпланман, суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратурӑпа килӗшнӗ.
Элӗк районӗн прокуратури 2021 ҫул вӗҫӗнче автоҫулсене тытса тӑрассипе тата юсассипе контракт алӑ пуснӑ чухне коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.
Элӗк районӗн администрацийӗ райадминистраци пуҫлӑхӗн арӑмӗн уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗпе 2019-2021 ҫулсенче 42 миллион ытла тенкӗлӗх муниципалитет килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫавӑн чухне тӳре-шара коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна нормисене шута илмен.
Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли директор шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн тивӗҫӗсене Марина Макарова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче телерадиокомпани директорсӑр тӑрса юлнӑ. Унччен ку вырӑнта Мускавран килнӗ Светлана Губанова ӗҫленӗ.
ЧР Цифра министерстви конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас тесен ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле, аслӑ пӗлӳ пулмалла. Конверт ҫине телерадиокомпанин аталану концепцине чикмелле.
Документсене утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫурлан 3-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫас тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
52 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланни ҫинчен йӗрке хуралҫисене ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Шар курни пакунлисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, инвестици сферине ӗҫе вырнаҫма сӗннӗ. Ҫавна май вӑл хайхине банк карттин даннӑйӗсене пӗлтернӗ. Кайран хӗрарӑмӑн картти ҫинчен 11 пин те 775 тенкӗ укҫа ҫухалнӑ.
Чӑваш Енри «Пике» продукцийӗн ассортименчӗ пуян: пижама, бриджи, шорты, футболка, платье, халат. Нумаях пулмасть вӗсене чикӗ леш енне те ӑсатма тытӑннӑ. Фабрика хӑйӗн таварне «Almando Melado» маркӑпа туса кӑларать. 2020 ҫултанпа продукцие Казахстанра, Беларуҫра тата Таджикистанра туянаҫҫӗ. Европа рынокне те тухас ӗмӗтлӗ.
Предприятин Ҫӗнӗ Шупашкарти производствин гендиректорӗ Аркадий Иванов журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ цех Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫлет, тепӗр иккӗшӗ — Шупашкарпа Ҫӗрпӳре.
Пӗтӗмпе 70-е яхӑн ҫӗвӗҫ тӑрӑшать. Персоналӑн пӗтӗмӗшле йышӗ вара — 180-а яхӑн ын. Унсӑр пуҫне тепӗр 40 ҫын продукцие Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта ваккӑн сутассипе тимлет.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Дмитрий Захаровӑн икӗ ҫӗнӗ заместителӗ ӗҫе кӳлӗннӗ.
Республика ертӳҫин Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн министрӑн ҫумӗсем пулса Наталья Поздеева тата Надежда Никандрова ӗҫлӗҫ.
Наталья Поздеева Шупашкар хулин вӗренӳ управленийӗнче пай пуҫлӑхӗн заместителӗ пулнӑ. Надежда Никандрова вара 2016-2018 ҫулсенче Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ.
Юлашки уйӑхра республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче министрӑн икӗ заместителӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вӗсем — Алексей Иванов тата Ольга Хлебникова.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен полтикин министрӗн ҫумне Ольга Хлебниковӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ольга Апполоновнӑна министр ҫумӗ пулма 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче шаннӑ. Унччен вӑл Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗнче малтан директорӑн вӗренӳпе производство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса, 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен директор пулса тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Колхоз хаҫачӗн» (халӗ «Пурнӑҫ ҫулӗпе») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Шупашкарта Чӑваш вӗрентекенӗсен институчӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |